Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Ҫынна йывӑр ан кала, ху та ҫавна курӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: шупашкар районӗ

Республикӑра
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Ыран, авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Шупашкар округӗнчи Хыркасси ялӗ патӗнчи «Ивушка» питомникре кабачок уявне ирттерӗҫ. Ку мероприяти – 6 ҫултан аслӑраххисем валли. Уяв 10 сехетре пуҫланӗ.

Шупашкар хулинчен ҫитме меллӗ пултӑр тесе тӳлевсӗр трансфер яраҫҫӗ. Анчах унта лекес тесен маларах 222-420 телефон номерӗпе шӑнкӑравласа ҫырӑнмалла.

Уява пахча-ҫимӗҫпе ылмашӑнас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал кабачок, кавӑн е панулми ӑнса пулчӗ тӗк пӗрле илсе пырӑр – питомник куншӑн бонуссем парӗ.

Уявра хӑнасем кабачок вӑлчине тутанса курма, ӑсталӑх класӗсене хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ярмӑрккӑсем, халӑх вӑййисем пулӗҫ. Паллах, уяв юрӑ-ташӑсӑр та иртмӗ.

Аса илтерер: кӑҫал ҫулла ку питомникре Ҫырла фестивалӗ иртнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_31514
 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Ҫӗмӗрлери полици уйрӑмӗнче службӑра пулнӑ овчарка, Титан-Кронос ятлӑскер, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 8 ҫул тултарнӑ. Вӑл вӑрӑсене шыраса тупма пулӑшнӑ. Унӑн наставник-кинологӗ вӑраха тӑсӑлакан командировкӑна кайнӑ. Анчах овчарка ҫамрӑках пулманран ӑна пӗрле илеймен.

Вунӑ кун каялла ЧР ШӖМӗ ун валли ҫӗнӗ хуҫа шырани пирки пӗлтерӳ панӑ. Хуҫа тӳрех тупӑннӑ, Шупашкар округӗнчи Хыркасси ялӗнче пурӑнакан арҫын шӑнкӑравланӑ, вӗрентнӗ йытӑ пирки тахҫанах ӗмӗтленнине пӗлтернӗ. Вӑл мӑшӑрӗпе виҫӗ ача ӳстерет.

Ырӑ чунлӑ та итлекен овчарка ҫӗнӗ ҫемьене хӑвӑртах хӑнӑхнӑ.

 

Кӑсӑклӑ Чӑваш чӗлхи

Шупашкарпа Шупашкар районӗнчи садсен ячӗсене тишкерсе тухас терӗм. Ытларах енӗпе вӗсем вырӑсла. Анчах вӗсен хушшинче чӑвашлисем те тӗл пулаҫҫӗ.

Чӑн та чӑвашла ят парассине тишкерме питӗ кӑсӑклӑ. Хальхи вӑхӑтра эпир ытларах енӗпе ача пахчисене мӗнле ят панине пӑхатпӑр. Ытларах енӗпе ӗнтӗ вырӑсла ятсем параҫҫӗ, анчах чӑвашлисем те тӗл пулаҫҫӗ.

Коллективлӑ садсене ытларах енӗпе совет саманинче йӗркеленӗ. Ҫавӑнпа та ку Вӑрятсем XX ӗмӗр вӗҫӗнче чӑваш чӗлхине мӗнле хакланине палӑртать. Ку ятсем паянхи кунччен те пурӑнаҫҫӗ, ҫавна май республикӑри пурнӑҫа витӗм кӳреҫҫӗ.

Чи малтанах «Хевел» ятлине асӑрхама пулать. Вӑл Шупашкарта Ҫурҫӗр-Анӑҫ микрорайонта вырнаҫнӑ. Унпа юнашар вырнаҫнисем: «Журналист», «Лесное», «Рассвет». Кӑнтӑртарах «Колос», «Чапаевец», «Волга», «Солнечный», «Янтарь», «Олимпийский», «Урожайный-1», «Виктория-4» асӑрхама пулать. Кунта дачӑсем, ытларах енӗпе ҫырма-ҫатрасенче вырнаҫнӑскерсем, питӗ пысӑк лаптӑксене йышӑнаҫҫӗ. Апла пулин те, вырӑсла ятсене пӑхсан, мӗнле ят парасси тӗлӗшпе йывӑрлӑх сиксе тухнӑ пулас, ҫавна май «Виктория-4» евӗр ят та йӗркеленнӗ.

Малалла...

 

Персона
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисткине Алевтина Семёновӑна хисеплӗ ят панӑ. Халӗ вӑл — Чӑваш Республики тава тивӗҫлӗ артистки. Кун пирки калакан хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер, авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче «саккунсем» ярӑмра вырнаҫтарнӑ.

Алевтина Семёнова Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Унта вӑл актёр ӑсталӑхне хӑнӑхнӑ. Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче студент чухнех, 2003 ҫулта ӗҫлеме пуҫланӑ. Унтанпа вӑл культурӑн ҫав учрежденийӗнче тӑрӑшать. Ҫак ҫулӗсенче вӑл тӗрлӗ характерлӑ нумай роль калӑпланӑ.

Алевтина Мефодьевна Шупашкар районӗнчи Апашра ҫуралса ӳснӗ.

 

Культура
Республикӑн халӑх пултарулӑх ҫурчӗ сӑнӳкерчӗкӗ
Республикӑн халӑх пултарулӑх ҫурчӗ сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре автоклубсем пур та вӗсене ахаль тӑратасшӑн мар. Авӑн уйӑхӗн пӗрремӗш эрнинче вӗсем 18 яла ҫитсе концерт кӑтартнӑ. Автоклубпа килнӗ артистсене курма 1410 ҫын пухӑннине ӗнентерет Республикӑн халӑх пултарулӑх ҫурчӗ.

Вӑрнар тӑрӑхӗнче автоклуб Оттикӑвӑ тата Хураҫырма ялӗсенче пулнӑ. «Санар» фольклор ансамблӗ «Кӗрхи салам!» программа хатӗрленӗ, авалхи юрӑсене шӑрантарнӑ, куракансене халӑх инструменчӗсен сасси те тыткӑнланӑ.

Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнче автоклуб Малти Чиперуй тата _Макаҫкасси ялӗсенче пулнӑ. Макаҫкасси ялӗнче Урхас Кушкӑри вырсарни шкулӗнче вӗренекен ачасем те куракансен умне тухнӑ.

Шупашкар районӗнче автоклуб Арккассинче__ концерт кӑтартнӑ. Унта авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ял кунӗ иртнӗ, автоклуб ҫавӑнта пырса ҫитнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-133347207_3980
 

Вӗренӳ
chuvash.er.ru сайтри сӑн
chuvash.er.ru сайтри сӑн

Ку вӗренӳ ҫулӗ тӗлне республикӑра 15 шкула тӗплӗ юсав хыҫҫӑн уҫмалла пулнӑ. Анчах тӑваттӑшӗ кӑна ачасене кӗтсе илнӗ, тепӗр 11-шӗнче юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ-ха.

Кӑҫал республикӑра питӗ нумай шкулта, рекорд темелле, юсав тума тытӑннӑ: пӗтӗмпе – 38 пӗлӳ ҫуртӗнче. Кун валли федераци тата регион хыснисенчен 7 миллиарда яхӑн тенкӗ уйӑрнӑ. План тӑрӑх, 15 шкулти юсав ӗҫӗсене авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ валли вӗҫлемелле пулнӑ, тепӗр 21 шкулта – чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗ валли. Икӗ шкула вара 2 ҫул юсама палӑртнӑ.

Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне Шупашкарти сывлӑх енчен хавшак ачасен 1-мӗш шкулӗ, Ҫӗмӗрлери 6-мӗш шкул, Муркаш округӗнчи Ҫатракасси шкулӗ тата Шупашкар районӗнчи Толик Хураски шкулӗ уҫӑлнӑ. Ыттисем, 11-шӗ, хатӗр мар.

 

Персона

2026 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарта Сергей Владимирович Щербаков кӗтмен ҫӗртен вилсе кайнӑ. Вӑл Атӑл тӑрӑхӗнче паллӑ историк-ӑсчах тата кинорежиссер шутланнӑ. Чӑваш халӑхӗн автономине тата патшалӑхне йӗркелес историйӗпе нумай ӑслӑлӑх статйи ҫырнӑ, документлӑ фильмсем ӳкернӗ. Раҫҫей коопераци университечӗн Шупашкарти коопераци институчӗн (филиалӗн) историпе обществознани преподавателӗ пулса ӗҫленӗ. Вӑл пурӗ те 50 ҫулта пулнӑ...

Сергей Щербаков 1975 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш Республикинчи Шупашкар районӗнчи Явӑш ялӗнче ҫуралнӑ. 1978 ҫултанпа Шупашкар хулинче пурӑннӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн истори факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Шупашкарти 24-мӗш вӑтам шкулта тата Краснодар крайӗнчи Кропоткин хулинчи 45-мӗш лицейра историпе обществознани вӗрентекенӗ пулса ӗҫленӗ. 2002–2005 ҫулсенче Чӑваш Республикинчи Шалти ӗҫсен министерствинче ӗҫленӗ. Унта вӑл Шупашкарти Ленин районӗнчи уголовнӑй шырав пайӗнче хӗсметре тӑнӑ. 2004 ҫулта Чечня Республикинче ӗҫ командировкинче пулнӑ (Раҫҫейри Шалти ӗҫсен министерствин ВОГОиП криминал милицийӗн аслӑ оперуполномоченнӑйӗ пулса тӑрӑшнӑ).

Малалла...

 

Пӑтӑрмахсем
Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин сӑнӳкерчӗкӗ

Иртсе кайнӑ талӑкра пирӗн республикӑра виҫӗ пушар пулнӑ. Ун вӑхӑтӗнче гараж тата мунча ҫуннӑ. Ку вӑл йӑлтах пӗр килте пулса иртмен-ха.

Маларах эпир виҫӗ пушар терӗмӗр те, тепӗр пушар Шупашкарта пулнӑ. Унта, телее, пурлӑх шар курман. Щорс урамӗнчи уҫӑ территорире каяш ҫуннӑ.

Халӗ вара маларах асӑнса хӑварнӑ инкек пирки тӗплӗнрех пӗлтерер.

Муркаш районӗнчи Тереҫ ялӗнче мансардӑллӑ гараж ҫунӑ. Вут-ҫулӑм 30 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ.

Шупашкар районӗнчи Ярӑска ялӗнче мунча хыпса илнӗ. Пушарпа кӗрешекенсем 20 тӑваткал метр ҫинчи пушара сӳнтернӗ. Инкекре, телее, ҫын пиҫсе кайман, нкама та сӗрӗм тивмен, вилмен. Шел те, кил хуҫисем самай шар курнӑ. Вӑрӑран юлать, вутран юлмасть тесе ваттисем ахальтен каламан вӗт.

 

Ял пурнӑҫӗ
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Шупашкар районӗнчи Карачура ялӗнче пурӑнакансем ял уявне паллӑ тунӑ.

Ку уяв ял-йышӑн асӗнче уйрӑмах юлӗ. Ҫак кун ялта ҫӗнӗ ача-пӑча спорт лапамне уҫнӑ. Ҫамрӑк спортсменсем ӑна тахҫантанпах кӗтнӗ. Халӗ вӑл ачасен юратнӑ вырӑнӗ пулса тӑнӑ.

Елчӗк районӗнчи Патреккел ялӗнче пурӑнакансем те ял уявне пухӑннӑ. Ҫак кунсенче ял-йыш Успени праҫникне тата ял уявне паллӑ тунӑ. Патреккелсем тӗплӗн хатӗрленнӗ: ял конкурсӗсене пӗтӗмлетнӗ,уяв лапамне илемлетнӗ, куравсем тата сӑн ӳкерӗнмелли вырӑнсем йӗркеленӗ. Тӗп лапамра ял историне тата ял ҫыннисене халалланӑ экспозици хатӗрленӗ. Уява халӑх чылаййӑн пухӑннӑ. Пултарулӑх ушкӑнӗсем ял ҫыннисемпе хӑнасене юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-163599942_19637
 

Пӑтӑрмахсем
 Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Шупашкар хулинчи «Ярмӑрккӑ» пасарта павильонсенчен пӗри ҫунма тытӑннӑ. Ку ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче пулнӑ.

Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем вырӑна хӑвӑртах ҫитнӗ. Унта 8-мӗш ретри 40-мӗш вырӑн ҫунма тытӑннӑ. Пушар 2 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче сарӑлнӑ.

Ҫак кун Чӑваш Енри ҫӑлавҫӑсем тӑватӑ пушар сӳнтернӗ. Уруков урамӗнчи 1-мӗш ҫуртри пӗр хваттерти кухня ҫунма тытӑннӑ. Вӑрмар районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑнтӑр ялӗнче стадионта пушар тухнӑ. Ҫавӑн пекех Шупашкар районӗнчи Шӗнерпуҫ ялӗнче мунча ҫуннӑ.

Сӑмах май, ку уйӑхра Шупашкарти «Мега Молл» суту-илӳ центрӗнче пушар пулнӑччӗ. Унта маччаран ҫакӑнса тӑракан светильник ҫунма пуҫланӑ. Лавккари ӗҫченсем пушара ҫӑлавҫӑсем киличчен сӳнтерме ӗлкӗрнӗ.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 208
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ан васкӑр, кашни шухӑша практикӑра тӗрӗслӗр. Финанс ыйтӑвӗсемпе, иккӗленӳллӗ сӗнӳсемпе питӗ асӑрханӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗлтерӗшлӗ калаҫу пулма пултарӗ, ӑна ӑнланма тӑрӑшӑр.

Юпа, 30

1908
118
Алатырцев Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ.
1918
108
Хусанти РКП(б) губкомра чӑваш секциӗ йеркеленнӗ.
1926
100
Рогачёв Яков Капитонович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1946
80
Спиридонов Григорий Спиридонович, пӗрремӗш профессионаллӑ пӗлӳ илнӗ чӑваш скульпторӗ вилнӗ.
2005
21
Ефимов Георгий Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ.
2007
19
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси вилнӗ.
2010
16
Иванов Владимир Миронович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ